Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Качакан сухалӗ вӑрӑм та ӑсӗ кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аякран килсен ӑш ҫумӑр (Г. Ирхи)

Аякран килсен ӑш ҫумӑр,
Аслатийӗ кӗрлесен,
Хӑрамасӑр утрӑн ҫуммӑн
Урама илем кӳрсе.

Сунчӑк карӑнчӗ пуҫ ҫийӗн...
Ҫул ҫинчи кӳлленчӗксем—
Ҫук иккен! — Пӑхмарӗҫ сиввӗн,
Иртнӗ майӑн ик этем.

Аслати те мӑкӑртатрӗ,
Кӗр! кӗрлерӗ те — самант
Пӗлӗт тӑрӑх тӑкӑртатрӗ
Урапи леш урама.

...Ҫак ӳкерчӗк тухрӗ чӗррӗн
Ас илсессӗн ҫав куна
Сан та эрешленӗ тӗрӗ —
Евитленӗ самана.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-07-25 10:26:57 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2293 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем